Хаçат парнисене илессишĕн

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 31.10.2025, 15:23 Просмотров: 30

1235611125

Пирĕн округри «Атăл» спорт шкулне çÿрекен çамрăк спортсменсем каллех çĕнтерÿ-пе палăрнă. Кире пуканĕ йăтассипе чăваш халăхĕн «Хыпар» хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă Пĕтĕм Раççейри турнирта Куславккари арçын ачасемпе хĕрачасем 7 награда илме тивĕçлĕ пулнă.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов хатĕрлекен спортсменсем хăйсем чăннипех те ăста пулнине çирĕплетсе панă. Максим Егоров (63 килограма çитичченхи виçере), Максим Осипов (85 килограмм ытла таякансен виçинче), Ульяна Мясникова (53 килограма çитичченхи виçере), Екатерина Шалашова (58 килограма çитичченхи виçере), Вероника Петрова (63 килограмм ытла таякансен виçинче) ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Федор Шурдеев хăйĕнпе пĕрешкел виçери спортсменсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă, Сергей Морев - виççĕмĕш.

Çавăн пекех палăртма кăмăллă, 2025 çулхи итогсем тăрăх Иван Николаевича Чăваш Енри чи лайăх тренер тесе палăртнă, Максим Егоров республикăри чи лайăх спортсмен пулса тăнă. Вĕсене кире спорчĕн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн регионти уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри турнир октябрĕн 24-26-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионсен спортсменĕсем хутшăннă, вĕсем Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн нормативне пурнăçлассишĕн тупăшнă.

А. МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники