Чăваш Енрен - Китая

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 31.10.2025, 15:23 Просмотров: 30

Горький чугун çулĕпе çак кунсенче Чăваш Енрен Китай Халăх Республикине пуçласа пăрçа тултарнă контейнерсен поезчĕ çула тухнă. 62 контейнертан тăракан, 2 пин тоннăна яхăн таякан пĕрремĕш состав Шупашкар станцийĕнчен Казахстанри Алтынколе çитмелле.

Поездри контейнерсене Шупашкарта вырăнти ялхуçалăх ĕçченĕсен продукцийĕпе тултарнă. Кун пек нумай пăрçа ăсатни халиччен пулман. Горький чугун çулĕн ертÿçин заместителĕ Александр Черемнов каланă тăрăх, çак ăсату Чăваш Республикин логистикишĕн паллă пулăм пулса тăрать, мĕншĕн тесен хальччен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăна вакунсемпе кăна турттарнă, халĕ – лайнер бэгпа (контейнер ăшне хумалли ятарлă хатĕр). Вăл пĕрчĕллĕ япаласене тусан, лайăх мар шăршă тата нÿрĕк лекесрен сыхлать.

Хальхи вăхăтра Шупашкар терминал пĕр уйăхра контейнерсемлĕ ултă поезда яхăн çула тухмашкăн хатĕ-рлеме пултарать. Ют çĕршывсемпе суту-илÿ йĕркелени Раççейшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ паян. Çĕнĕ логистика, çĕнĕлле технологисем автомобиль çулĕсене кăштах пушатĕччĕç, мĕншĕн тесен йывăр тиевлĕ машинăсем çулсем çинче, таможньăра чарăнса вăхăт нумай çухатнипе кирлĕ çĕре палăртнă куна çитейменни те пулать. Чугун çулпа вара хăвăрт, шанчăклăрах, апла пулсан, бизнесшăн та лайăх.

А. ПУГАЧЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники