Иртнĕ эрнере Шупашкарта республикăри хуласемпе округсен коммуналлă хуçалăхĕсем валли савăнăçлă лару-тăрура 23 трактор (пурĕ 92 миллион тенкĕлĕх) уйăрса пачĕç. Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕ пĕрер çĕнĕ машинăллă пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе çапла тума май килнĕ.
Республикăри хуласемпе ялсенче тирпей-илем кĕртес тĕллевпе пурлăхпа техника базине çĕнетсе улăштарма шутланă май Куславкка муниципаллă округ та урапаллă «Агромаш 90ТК» универсаллă трактор никĕсĕ çине вырнаçтарнă, хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан çĕнĕ техникăна тивĕçрĕ. Ăна республикăри малта пыракан предприятисенчен пĕринче – «Тракторсен завочĕ» концернта туса кăларнă.
Çĕнĕ трактор уйăрса пани пирĕн муниципалитетшăн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Универсаллă агрегат çул-йĕр тунă чухне, коммуналлă сферăра, ялхуçалăхĕ- нче, çавăн пекех грузсем тиенĕ-пушатнă вăхăтра тата ытти чухне те питĕ кирлĕ.
Республика Пуçлăхне Олег Николаева, регион Правительствине пулăшу панăшăн, муниципалитетсен нушисене ăнланнăшăн тав тăватпăр. Çĕнĕ трактор пирĕн округа малалла аталантарас тата чечеклентерес тĕлĕшпе пулăшасса çирĕп шанса тăратпăр.
О.МИХАЙЛОВА.
| Октябрь 2025 | 
