Раççей Федерацийĕн Правительствин 2019 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче «ялти ипотекăна» регистрацилеме ыйтса Росреестра 781 заявлени çырса панă, çав шутра 8 ипотекăна 2025 çулта шута илнĕ.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «тÿрĕ çыхăнăвĕ» пынă чухне «Ялти ипотека» программăна çĕнĕрен пуçарса ярас ыйтăва хускатнă. Олег Николаев кăçал программа каллех ĕçлесе кайнине çирĕплетнĕ. Раççей ялхуçалăх банкĕнче юлнă лимитпа пĕлсе усă курнипе тата ставкăна чакарнипе çапла тума май килнĕ. Октябрь уйăхĕнчен тытăнса банк каллех çулталăкне 3 процентлă ставкăпа «ялти ипотека» валли заявкăсем йышăнать.
Росреестрăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева палăртнă тăрăх, «ялти ипотекăн» çĕнĕ условийĕсемпе килĕшни çинчен октябрьте 2 çемье пĕлтернĕ. Республикăра пурăнакансем Шупашкар округĕнче çĕр лаптăкĕпе çурт тата Вăрнар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртра пая кĕресси çинчен калакан договорпа хваттер туяннă. Икĕ тĕслĕхĕнче те заявленисене ырласа йышăннă.
М. ИВАНОВА.
| Октябрь 2025 | 
