Регионти пысăк тата вăтам ялхуçалăх организацийĕсенче кăçалхи виçĕ кварталта пĕр ĕнерен сĕт суса илесси пĕлтĕрхинчен 6,2 процент чухлĕ ÿснĕ. Кашни ĕне 6438 килограмм сĕт панă. Республикăра пĕр ĕнерен талăксерен вăтамран 18 килограмм сĕт сăваççĕ.
Хăшпĕр предприятисенчи кăтарту тата та пысăкрах. Тĕслĕхрен, «Чурачикское» акционер обществинче сăвăм 35,5 килограммпа танлашать, Шупашкар округĕнчи «ЧебоМилк» ОООра тата «Ольдеевская» акционер обществинче – 32,2, Елчĕк округĕнчи «Победа» обществăра, Комсомольски округĕнчи «Рассвет» тата Муркашри «Ударник» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче – 30 ытла килограммпа.
Кăçалхи 9 уйăхра мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмĕшле 398 пин тонна ытла сĕт суса илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,2 процент нумайрах, тесе çирĕплетеççĕ Ялхуçалăх министерствинче.
| Октябрь 2025 | 
