«Единая Россия» парти пархатарлăх акцийĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Ăна больницăсенче нумай вăхăтранпа сипленекен ачасем валли çĕршывĕпех парнесем пухассине халалланă.
Парти майлă çынсен пуçарăвĕ декабрĕн 2-мĕшĕччен тăсăлать. Медицина учрежденийĕсенчи пĕчĕк пациентсем валли пуçтарнă пĕрремĕш парнесене Патшалăх Думин депутачĕ, парти майлă çынсен Тĕп канашĕн председателĕ Ольга Зинко тата парламентăн кĕçĕн палатин депутачĕ, боксла выляссипе тĕнче чемпионĕ Николай Валуев «Единая Россия» партин ĕç тăвакан Тĕп комитетне пырса панă.
«Эпир ку акцине вунвиççĕмĕш хут йĕркелетпĕр. Вăл кăткăс тата хăшпĕр чухне сиплев вăхăтĕнче ыратнине аран-аран чăтса ирттерекен пĕчĕк ачасене хавхалантарма пулăшать. Çитĕннĕ çынсене те ун чухне питĕ йывăр. Пĕчĕккисем вара хăйсене чăн-чăн паттăр пек тытаççĕ. «Хăюлăх курупкинчи» кашни парне вĕсене йывăр медицина процедури умĕн ăна чăтса ирттермешкĕн вăй тупма пулăшать», - тенĕ Ольга Занко, пурне те çак акцине хастар хутшăнма чĕнсе каланă май.
Николай Валуев йывăр чирлĕ, çав шутра онкологи чирĕсемпе аптăракан ачасем хăйсен тантăшĕсенчен чылай маларах çитĕннине палăртса хăварнă.
«Вĕсем сыватма йывăр чирсемпе чирлеççĕ, сывалас тесе чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Çак акци йывăрлăхра вĕсене пĕччен пăрахса хăварманнине ăнланса илмешкĕн пулăшма тивĕçлĕ.Тимлĕх, тăрăшулăх, çепĕçлĕх, ырă сăмах чирлĕ ачасене питĕ кирлĕ.Чылай чухне çакă та сиплет. Эпĕ ют çын ыратăвне чĕре çумне илекен çынсене «Единая Россия» партин уйрăмне пыма, çак акцине хастар хутшăнма чĕнсе калатăп»,- тенĕ вăл.
«Единая Россия» партин регионти секретарĕ, республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов «Хăюлăх курупки» пархатарлăх акцийĕ Чăваш Енре пуçланни çинчен официаллă лару-тăрура пĕлтернĕ. Стационарсенче нумай вăхăт хушши сипленекен пĕчĕк пациентсене пулăшма йĕркелекен йăлана кĕнĕ акцине кăçал пирĕн республикăра та вунвиççĕмĕш хут ирттереççĕ. Вăл ачасене хăюлăхшăн, шанăçа çухатманшăн паракан награда пекех.
Йышăну пункчĕсем партин регионсенчи уйрăмĕсенче, обществăлла пулăшу штабĕсенче, суту-илÿ центрĕсенче тата акцине йĕркелекенсем патĕнче ĕçлеççĕ. «Хăюлăх курупкисене» «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ-сенче те вырнаçтарнă.
- Уçман курупкасенче упранакан çĕнĕ теттесем (çемçе теттесемсĕр пуçне), канцеляри таварĕсем, кĕнекесем, сĕтел çинчи вăйăсем, пултарулăха аталантарма май паракан хатĕрсем илсе пыма пулать, - палăртнă Леонид Черкесов. - Чăваш Енре пурăнакан, ют çын хуйхине чĕре çумне илекен çынсене, хамăрпа пĕр шухăшлисене, акцине хутшăнма, чирлĕ ачасене тимлĕх, ырă кăмăл-туйăм парнелеме чĕнсе калатпăр.
Аса илтеретпĕр, «Единая Россия» партин халăх программинче ачалăха пулăшассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, «Хăюлăх курупки» - медицина учрежденийĕсенче нумай вăхăт хушши сипленекен пĕчĕк пациентсен пурнăç шайне лайăхлатма тивĕçлĕ пуçарусенчен пĕри.
Акци декабрĕн 2-мĕшĕччен пырать. Пĕлтĕр унта 166 пин ытла çын хутшăннă, Раççейри ачасене 500 пин ытла парне пухса панă.
Ноябрь 2025 |
