Чарăнмасăр мухтать ăна халăх

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 21.11.2025, 15:13 Просмотров: 8

IMG 20251113 131739 031

Шупашкарта трактор историйĕн музейĕ пур. Вăл тĕнчере трактор тăвас ĕç мĕнле аталанса пынине кăтартса паракан тата патшалăх регистрациленĕ Раççейри пĕртен-пĕр наукăпа техника, çутĕç центрĕ шутланать. Музей экспозицийĕсем 2,5 пин тăваткал метр лаптăкра вырнаçнă.

Унта çакăн пек куравсемпе паллашма пулать: «Сухапуçĕнчен пуçласа хăйсем тĕллĕн куçса çÿрекен хатĕрсем таран», «Трактор историйĕ: пăспа ĕçлекен двигательсем тата хăватлă дизельсем», «Хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче трактор тăвас ĕç аталанса пыни», «Промышленноçра, вăрман хуçалăхĕнче тата ялхуçалăхĕнче кирлĕ тракторсене туса кăларакансем», «Малашлăх тракторĕ» тата ыттисем те. Музейĕн пĕр залĕнче вара тракторсен 700 яхăн пĕчĕклетнĕ моделĕсемпе паллашма пулать. Сайра тĕл пулакан техникăн коллекцийĕнче урапаллă, гусеницăллă, промышленноçра тата ялхуçалăхĕнче усă куракан 60 яхăн трактор, вĕсенчен нумайăшĕ юсавлă, халĕ те ĕçлеме пулать. Музей фончĕсенче пурĕ 5000 яхăн единица техника упранать.

Унта тăтăшах выставкăсемпе экскурсисем йĕркелеççĕ. Çакнашкал куравсенчен пĕринче Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта виççĕмĕш класра вĕренекенсем пулса курчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче туса кăларнă техникăпа, хуçалăхăн тĕрлĕ отраслĕсенче вĕсемпе мĕнле тĕллевпе усă курнипе паллашрĕç. Выставка йĕркеленĕ залсенче историн тĕрлĕ тапхăрĕнче ăсталанă экспозицисене вырнаçтарнă. Музейри экскурсовод пирĕн шкулта вĕренекенсене 1975 çулта трактор завочĕн конвейерĕнчен йывăр виçеллĕ гусеницăллă пĕрремĕш трактор тухни çинчен каласа кăтартрĕ. Хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче туса кăларнă тракторсемпе пурте интересленсе паллашрĕç. Пирĕн арçын ачасем тĕрлĕ моделлĕ техникăн кабинисене кĕрсе курчĕç, руле, рычагсене хускатса пăхрĕç.

Виççĕмĕш класра вĕренекенсемшĕн интересли нумай пулчĕ унта. Вĕсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман колхоз тракторĕ уйăх çинче çÿренĕ пĕрремĕш карапа мĕнле витĕм кÿни çинчен те пĕлме пултарчĕç. Экскурсовод çавăн пекех хальхи вăхăтра Марса алла илме мĕнпе усă курнине те пĕлтерчĕ.

Уçă лапамра курав залĕсенчен чылай уйрăлса тăракан капмар техникăна вырнаçтарнă. Варринче - «ЧЗПТ» маркăллă пурте пĕлекен гусеницăллă Т- 330. Шăпах ĕнтĕ çавăнтан пуçланнă та Шупашкарти трактор завочĕн историйĕ.

О. ИСАКОВА,

хулари 3-мĕш вăтам шкулти виççĕмĕш «а» класс ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники