«Пурнăç валли инфратытăм» наци проектне пурнăçласа, Чăваш Республикин территорийĕнче регионти тата муниципалитетсем хушшинчи пурте усă куракан автоçулсене йĕркене кĕртмелли мероприятисене тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе «Волга» - Сĕнтĕрвăрри - Октябрьски - Куславкка» автоçулăн 20 çухрăма тăсăлакан пайĕнче те ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене 2 тапхăрпа пурнăçлама палăртнă.
Çак тĕллевпе 2025-2026 çулсенче 151 миллион тенкĕ уйăрса параççĕ. Паянхи куна объектра строительствăпа монтаж ĕçĕсене палăртнă графикран кăшт маларах пурнăçласа пыраççĕ, пĕлтереççĕ регионти Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен.
Çула çĕрлехи вăхăтра çутатса тăма халлĕхе 247 тимĕр юпа лартса тухнă, транспорт чарăнмалли лаптăксене йĕркене кĕртес тĕллевпе çĕнĕ вырăнсем хатĕ-рлеççĕ, вĕсем патне çитме часах çĕнĕ тротуарсем хывĕç. Çывăх вăхăтра автомагистраль тăршшĕ-пе, 10 çухрăма çити, çула лайăх çутатса тăракан хальхи йышши системăсем вырнаçтарса тухĕç, хăтлă тата пăхма кăмăллă чарăну вырăнĕсем туса хурĕç.
Иртнĕ эрнере «Стройтрест-21» ООО подряд организацийĕ çул-йĕр çинчи паллăсене вырнаçтарма тытăннă. Вĕсем хăрушсăрлăх шайне ÿстерме кирлĕ.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
