Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин патруль нарячĕсем çĕрлехи вăхăтра урамра çÿрекен çул çитмен ачасене тытса чарма пуçларĕç.
Вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, инкек-синкек пуласран тата çул çитменнисене правăна хирĕçле ĕçсем тума явăçтарасран асăрхаттарас тĕллевпе саккунпа тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çав шутра çул çитмен ачасем валли çĕрле 10 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен «комендант сехечĕ» вăйра тăрать.
Ачисене çĕрлехи вăхăтра урамра уçăлса çÿреме чарманшăн хăйсене айăплама пултарасси çинчен ашшĕ-амăшĕн пĕлмеллех. Çирĕплетнĕ йĕркене пĕрремĕш хут пăснăшăн вĕсене асăрхаттарса хăварма пултараççĕ, иккĕмĕш хут пăссан - Раççей Федерацийĕн Административлă яваплăх çинчен калакан кодексĕн 5.35-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ. Çул çитмен ача хăй тĕллĕн çĕрле çапкаланса çÿренине темиçе хут та тĕл пулсан, ăна профилактика учетне тăратма пултараççĕ.
Ноябрь 2025 |
