«Туристсем килĕштерекен Чăваш Ен» форумра çак кунсенче Чăваш çĕршывĕнчи çăлкуçсен карттине туса хуни çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Палăртма кăмăллă, халĕ кирек кам та республикăра тирпей-илем кÿрекен çăлкуçсене - Вырăс географи обществин «Родники» тата пирĕн республика пуçарăвĕн пĕтĕм Раççейри проекчĕ шайĕнче юсаса çĕнетнисене - çăмăллăнах тупма пултарĕ.
«Пехет» агромаркетра иртнĕ форумăн ĕçлĕ программинче «Чăваш Енри çăлкуçсен хăтлăхĕ: опыт тата аталану малашлăхĕсем» темăна сÿтсе явнă. Ку мероприятие власть органĕсенче ĕçлекенсем, обществăлла организацисен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, вырăнти пуçару ушкăнĕсен хастарĕсем хутшăннă. Вĕсем республикăра çăлкуçсемпе çыхăннă культурăна упраса хăварассинчи тата аталантарассинчи тĕп çул-йĕрсене сÿ-тсе явнă. Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов регионра туса ирттернĕ паха ĕç опычĕ Пĕтĕм Раççейри çăлкуç карттин никĕсĕ пулма пултарассине, çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварассишĕн пурте пĕрле тăрăшмаллине палăртнă.
Пирĕн республикăри реестра Вырăс географи обществин «Чăваш Енри çăлкуçсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн тишкерсе тухнă тата йĕркене кĕртнĕ 875 çăлкуç çинчен каласа панине кĕртнĕ. Çакă регионра пурăнакансемшĕн те, туристсемшĕн те питĕ меллĕ, Чăваш Ене вара экотуризма малалла аталантарма май парать.
Форумра çавăн пекех «2025 çулхи чи хăтлă çăлкуç» конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă. Чăваш Республикинчи тĕрлĕ муниципалитетсенчи 14 пуçару проектне ырласа йышăннă. Çав шутра пирĕн Куславкка округĕнчи Варасăр ялĕнчи çăлкуçа та. Ун çинчен Шупашкарти 1-мĕш гимназире 5-мĕш класра вĕренекен София Романова (проект ертÿçи Светлана Кедрова) каласа кăтартнă, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕнче.