Севок-сухан ăсатаççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 19.12.2025, 15:41 Просмотров: 243

Кăçал республикăри ялхуçалăх предприятийĕсем ют çĕршывсене 1 пин те 700 тонна ытла севок-сухан ăсатнă. Ку продукцине Казахстанра, Кыргызстанра, Болгарире, Молдовăра, Румынире тата Монголире хаваспах туянаççĕ. Çапах та ытларах пайне (1 пин те 300 тонна) Беларусь Республики сутăн илет.

Ялхуçалăх министерствинче экспорт калăпăшĕ кашни çулах пĕр шайра пулнине, сухан тухăçĕ кăçал та чакманнине палăртаççĕ. Çакă вара регионта «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» нацпроекта кĕрекен «Агропромышленность комплексĕн продукцине экспорта ăсатасси» проект ăнăçлă пурнăçланса пынипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники