Декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче йăлана кĕнĕ «Чăрăш» операци пуçланннă. Ăна Çĕнĕ çул умĕн лăсăллă йывăçсене саккуна пăсса каснине чарса лартас тĕллевпе ирттереççĕ. Çавăнпа январĕн 11-мĕшĕччен вăрмансене тата йывăçсем ÿсекен вырăнсене талăкĕпех сыхлĕç.
Çĕнĕ çулта кил-çурта илем кÿрекен йывăçсене саккуна пăсса каснишĕн явап тыттарнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Çавăншăн административлă штраф тÿлеттереççĕ, тăкак шайĕ пысăк пулсан уголовнăй майпа явап тыттарма та пултараççĕ, çавăн пекех çутçанталăка кÿнĕ сиеншĕн штраф та тÿлемелле пулать.
Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн кил-çурта саккунлă майпах илем кĕртме пулать, вăрман пикине ятарлă пасарсенче туянмалла çеç. Специалистсем палăртнă тăрăх, çутçанталăка юратакан çынсем республикăра çулсерен нумайланса пыраççĕ, анчах та лăсăллă йывăçсене - чăрăша, хыра, пихтăна - саккуна пăсса касакансем те вĕсен хушшинче тĕл пулаççĕ. Çавăнпа вăрман хуçалăхне тăкак кÿрес мар тесен, çак кунсенче пурин те тимлĕ пулмалла, йĕркене пăсакансем çинчен çийĕнчех тивĕçлĕ вырăна пĕлтермелле.
Лăсăллă йывăçсене сыхлас тĕллевпе Çĕнĕ çул уявĕ умĕн тата ун хыççăн та вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем полици сотрудникĕсемпе пĕрле çулсерен пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Ялсем çывăхĕнчи вăрман лаптăкĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Сăмах май каласан, декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарта чăрăшсемпе хырсем сутаççĕ. Ку тĕллевпе 15 çĕрте ятарлă пасарсем ĕçлеççĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре Хĕл Мучин резиденцийĕ ĕçлеме тытăнать.
Декабрь 2025 |
