Ăнăçусем сунатăп

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 26.12.2025, 15:34 Просмотров: 28

cgywd5oi md

Çĕрпÿре ноябрĕн 23-мĕшĕнче каратэ енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртнĕччĕ. Канмалли кунсенче Çĕрпÿ хули каллех республикăри спорт центрĕсенчен пĕри пулнине çирĕплетсе пачĕ. Унти «Асамат» ятлă физкультурăпа спорт комплексĕнче каратэ енĕпе Çĕрпÿре мала тухмалли уçă чемпионат иртрĕ.

Ăмăртусенче Чăваш Енри 6 хуларан пынă спортсменсем вăй виçрĕç: Канашран, Куславккаран, Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Сĕнтĕрвăрринчен тата Çĕрпÿрен. Вĕсен хушшинчи тупăшусем чăн-чăн спорт уявне аса илтерчĕç. Çамрăк каратистсем хăйсен ăсталăхне кăтартса панисĕр пуçне тата çĕнтерме тăрăшни те уççăнах палăрчĕ. Палăртма кăмăллă, Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти Ульяна Бородина ката енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Çакнашкал турнирсем тăтăшах ирттерни республикăра спорта аталантарма питех те кирлĕ. Вĕсем пултаруллă спортсменсене тупса палăртма пулăшнипе пĕрлех Чăваш Енри спорт шкулĕсем хушшинчи туслă çыхăнусене çирĕплетсе пыраççĕ.

Декабрĕн 21-мĕшĕнче Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти çамрăк каратистсем Шупашкарта каратэ енĕпе ирттернĕ Çĕнĕ Çул уявĕ умĕнхи турнира хутшăнчĕç. Ку хутĕнче те куславккасем ăста спортсменсем пулнине кăтартса пама пултарчĕç. Ярослав Антиповпа Глеб Пегеев, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, 1-мĕш класра вĕренекен Глеб пуринчен те çамрăк каратист пулса тăчĕ. Руслан Давранов (ÿкерчĕк çинче), Ульяна Бородина, Эмилия Смирнова тата Полина Петухова призлă вырăнсем йышăнчĕç.Сăмах май каласан, 4-мĕш класра вĕренекен Руслан Мускав хÿтĕлевçисене халалласа Зеленоград хулинче ирттернĕ кĕрешÿçĕсен Пĕтĕм Раççейри спортпа патриотизм фестивалĕ-нче призлă вырăн йышăнчĕ.

Ăмăртусене йĕркелекенсем спортсменсене пурне те Çĕнĕ Çул парнисем парса хавхалантарчĕç. Эпĕ вара Куславккари çамрăк каратистсене малашне те çитĕнÿсемпе палăрма, çывхарса килекен Лаша çулталăкĕ-нче турнирсене çине тăрса хатĕ-рленме сунатăп.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,

«Школа каратэ-до» спорт шкулĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники