Ĕнер, январĕн 15-мĕшĕнче, республикăра тискер чĕрчунсене шутлама тытăннă. Ку вăл - çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе çулталăкра пурнăçлакан тĕп ĕçсенчен пĕри.
Çутçанталăк министерствин инспекторĕсем мартăн 15-мĕшĕччен маларах палăртнă 500 маршрутпа 5094 çухрăм тăршшĕ иртсе 12,5 пин гектар лаптăка тĕплĕн пăхса çаврăнĕç. Специалистсем хĕллехи вăхăтра куçса çÿреме юратакан пăшисен, хир качакисемпе хир сыснисен, ăсансен тата ытти йышши вĕçен кайăксен йĕрĕсене шута илĕç. Çав кăтартусем тискер чĕрчунсен йышне лайăхрах пĕлме тата вăрманти экосистема мĕнле улшăнса пынине палăртма май параççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Республикинчи вăрмансенче 2 пин те 260 пăши, 1 пин те 700 хир качаки, 7 пине яхăн ăсан, 4 пин сăрă хир чăххи асăрханă.
Тискер чĕрчунсене шута илес ĕçе «Экологи тĕлĕшĕнчи ăнăçлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Вăл Чăваш Енре çутçанталăк пуянлăхне çитĕнекен ăрусемшĕн те упраса хăварма пулăшĕ.
Январь 2026 |
