Кăçал «Шупашкар - Канаш» маршрутпа ретро-пуйăс ярасшăн. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.
Çакна региона туристсене илĕртес тĕллевпе тăваççĕ. Ретро-пуйăс «пуçĕнче» пăспа ĕçлекен Л сериллĕ локомотив пулĕ, вăл «Лебедянка» тенипе паллă. Вакунсем XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи евĕр пулĕç. Кунсăр пуçне проводниксем те çав тапхăрти тумсене тăхăнĕç.
Пуйăс июнĕн 17-21 тата 24-28 -мĕшĕсенче, августăн 12-16 тата 19-23-мĕшĕсенче, сентябрĕн 9-13 тата 16-20-мĕшĕсенче, декабрĕн 23-27-мĕшĕсенче çула тухĕ.
Январь 2026 |
