Çулталăкра икĕ хутчен

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.01.2026, 14:24 Просмотров: 31

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре онкологи (шыçă) чирĕсене вăраха кайиччен тупса палăртмалли программа аван пурнăçланать.

Хĕрарăмсем хушшинче сарăлнă онкологи чирĕсенчен сĕт парĕн ракĕ час-часах тĕл пулать. Иртнĕ çул çак чирпе чирленĕ 600 яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Хăйсен сывлăхне 6 пин те 500 ытла хĕрарăм тĕрĕслеттернĕ, 15-ĕшĕ ракпа чирлени паллă пулнă.

Хальхи вăхăтри цифрăллă маммографсемпе 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсем çулталăкра икĕ хутчен хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Республикăри онкологи диспансерĕн специалисчĕсем пĕлтĕр Куславкка округĕнче 31 хутчен пулнă, 850 хĕрарăма йышăннă. Улатăра 25 хут кайса килнĕ, 1000 хĕрарăмăн сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники