Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ятарлă çар операцийĕнчен демобилизаци йĕркипе таврăннă ентешсене санаторипе курортра сипленме тата реабилитаци ирттерме СФРăн Реабилитаци центрĕсене ярать.
Медицина кăтартăвĕсене кура реабилитаци иртес е санаторипе курортра сипленес тесен ятарлă çар операцийĕнче пулнисен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче электронлă майпа, çавăн пекех Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн клиентсен службине пырса заявлени çырмалла. Çак службăра ĕçлекенсем икĕ ĕç кунĕ хушшинче заявленисене пăхса тухаççĕ, СВОра пулнă ентеше сиплев вăхăчĕ тăршшĕпех пулăшса тăраççĕ, чирсемпе сурансене кура уйрăммăн сыватмалли программăсем хатĕрлеççĕ.
Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсенче çулталăкра пĕрре сипленме юрать. Медицина реабилитацийĕ тата санаторипе курортри сиплев 21 куна пырать. Асăннă пулăшупа СВОра пулнă, çапăçусене хутшăннă ветеран пулнине çирĕплетекен удостоверение тивĕçнĕ, демобилизаци йĕркипе киле таврăннă çар çыннисем усă кураççĕ. Заявлени панă чухне сипленме яни çинчен 057/у-04 (медицина реабилитацийĕ валли) формăпа çырнă хут, 070/у формăллă справка (санаторипе курортра сипленме), санаторипе курорт картти (реабилитаци центрĕ валли) кирлĕ пулаççĕ.
Ятарлă çар операцийĕнче пулнă Раççей Геройĕсем е пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсенче черетсĕр сипленме пултараççĕ.
Реабилитаци вăхăтĕнче паракан пулăшусемпе СВО ветеранĕсенчен нумайăшĕ усă курма пултартăр тесе Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ реабилитацире пулмалли центра çитме тата унтан таврăнма тăкаклакан укçана саплаштарать. Ăна илес тесен заявлени çырса памалла, унта траспортăн хуть те хăш тĕсĕпе (поездпа, самолетпа, автобуспа, юханшыв транспорчĕпе е харпăр хăй автомашинипе) кайса килнине çирĕплетекен документсем тăратмалла, тесе пĕлтереççĕ Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-службинче.
Январь 2026 |
