Калчасем – хÿтлĕхре

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.02.2026, 14:53 Просмотров: 229

Раççей Ялхуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсем аван хĕл каçаççĕ. Январь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле юр витĕмĕн хулăнăшĕ 26-50 сантиметр пулнă. Тăпра 10-20 сантиметр тарăнăш шăннă.

Çанталăк сивĕ тăни кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен калчисене хытах сиен кÿмен, мĕншĕн тесен юр тăпрана та, калчасене те вăйлă шăнасран тата температура улшăнса тăнинчен лайăх хÿтĕлет. «Россельхознадзор» специалисчĕсем калчасем шăнса сиенленнине тупса палăртман.

Сăмах май, 2025 çулта республикăри ялхуçалăх ĕçченĕ- сем кĕрхи культурăсене 76, 4 пин гектар акса хăварнă, çав шутра 40 пин гектар лайăх хĕл каçни паллă, 36,4 пин гектар çинчи калчасем сивве мĕнле тÿссе ирттернине вăтам хак параççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники