Вăхăтра пулăшу панă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.02.2026, 14:56 Просмотров: 275

Чăваш Енре Çĕнĕ çулхи уявсенче урăлтаркăч ĕçленипе 158 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Вăл наркодиспансерăн талăкĕпех ĕçлекен уйрăмĕ уявсенче вуншар çынна вăхăтра пулăшу панине палăртнă.

Пĕлтĕр унта 2574 çынна илсе çитернĕ, çĕнĕ çул хыççăн - 158. Медицина ĕçченĕсем эрех ĕçсе анранă арçынсемпе хĕрарăмсене кăткăс лару-тăрăва лекесрен, хĕллехи сивĕсенче шăнса вилесрен пулăшаççĕ. Тухтăрсем çавăн пекех вĕсене урă пурнăç йĕркине тытса пыма, эрех ĕçмешкĕн пăрахма хавхалантараççĕ.

Сывă пурнăç йĕрки нумай çул хушши чирлемесĕр пурăнма май парать. Ку вара «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники