Шупашкарта нумай пулмасть 13 çул тултарман арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче дзюдо енĕпе кĕрешсе Чăваш Енре мала тухмалли ăмăртусем иртнĕ. Республикăри тĕрлĕ хуласенчен пынă 150 ытла спортсмен хутшăннă тупăшăва.
Куславккари «Атăл» спорт шкулĕн командине ăмăртусене хутшăнма яланхи пекех Раççей спорт мастерĕ Владимир Ядринцев хатĕрленине палăртмалла. Çамрăк спортсменсем лайăх кăтартусемпе куславккасен ятне çÿле çĕкленинче кунти ытти тренерсен тÿпи те пур. Вĕсем тăрăшнипе Елена Иванова (52 килограма çитичченхи виçе) хĕрачасем хушшинче чемпионка ятне çĕнсе илнĕ. София Иванова (40 кг) тата Мила Грунюшкина (57 килограмм ытла таякансем хушшинче) кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Роман Комаровăн (66 килограмм ытла таять) - пăхăр медаль. Ярослав Кузьмин (34 килограма çитичченхи виçе) хăйĕн категорийĕнче чи вăйлă вунă спортсмен йышне лекнĕ.
В. ЯДРИНЦЕВ.
Февраль 2026 |
