Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем Конституции Российской Федерации

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.12.2019, 15:07 Просмотров: 1150

Флаг синийХисеплĕ ентешсем!

Сире Раҫҫей Федерацийĕн патшалăхăн тĕп уявĕсенчен пĕринпе – Конституци кунĕ ячĕпе саламлатăп!

1993 ҫулхи раштавăн 12-мĕшĕнче ҫĕршывăмăрăн Тĕп саккунне йышăннă, вăл ҫын – тĕп хаклăх, унăн прависемпе ирĕкĕсене тивĕҫтересси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ пулнине ҫирĕплетнĕ.

Ҫак ҫулсенче Раҫҫей демократи право патшалăхăн строительствин тата обществăпа политика тăнăҫлăхне ҫирĕплетессин ҫулĕпе пысăк утăмсемпе малалла кайрĕ. Влаҫпа общество хушшинчи пĕр-пĕрне шанса йĕркеленĕ хутшăну хăватлă аталану тата социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене ăнăҫлă татса парассин никĕсĕ пулса тăчĕ.

Эпир пурте пĕрле Конституци принципĕсем ҫине таянса хамăрăн пĕрлехи пуласлăха йĕркелетпĕр, ҫĕршыври тата унăн регионĕсенчи ҫынсен пурнăҫне лайăхлатма тăрăшатпăр. Паян аслă ҫĕршывпа – хамăрăн юратнă Раҫҫей Федерацийĕпе – тивĕҫлипе мăнаҫланатпăр!

Пирĕнтен кашниех Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăя парса тăрăшасси пирки иккĕленместĕп.

Сире пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, пархатарлă ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, ыранхи куна ҫирĕп шанчăкпа пăхма сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ         Михаил Игнатьев

 

Уважаемые соотечественники! 

Поздравляю вас с одним из главных государственных праздников Российской Федерации – Днём Конституции!

12 декабря 1993 года был принят Основной закон нашей страны, который провозгласил высшей ценностью человека, а его права и свободы – неизменными приоритетами государства. 

За эти годы Россия продвинулась далеко вперед по пути строительства демократического правового государства и укрепления общественно-политической стабильности. Основой динамичного развития и успешного решения социально-экономических задач стал доверительный диалог между властью и гражданским обществом.

Все вместе, опираясь на принципы Конституции, мы строим наше общее будущее, стремимся изменить качество жизни людей в стране и регионах к лучшему. И сегодня мы по праву гордимся великой державой – нашей любимой Российской Федерацией!

Убежден, что каждый из нас будет работать с максимальной самоотдачей на благо нашего любимого Отечества.

Желаю всем крепкого здоровья, благополучия, новых достижений в созидательном труде и уверенности в завтрашнем дне!

Глава Чувашской Республики                  Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники