Хăйĕн ĕçĕн ăсти

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 23.10.2026, 13:37 Просмотров: 23

Кăçал республикăра «Ертÿçĕсен команди» ятпа иртнĕ конкурсра пирĕн округри Елчĕк шкулĕн директорĕ Елена Геннадьевна Чердакова палăрнă. Вăл финала тухнă.

«Çак конкурса хутшăнни мана пысăк хавхалану кÿчĕ: çĕнĕ шухăшсемпе сĕнÿсем çуралчĕç, хамра малалла çеç илсе пыракан вăй-хăват тапнине туйса илтĕм. Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева тата çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ, пуриншĕн те кирлĕ конкурса йĕркелекенсене ăшшăн тав тăватăп. Вăл кулленхи ĕçре професси ăсталăхне ÿстерме хавхалантарнисĕр пуçне тата ырă енсене аталантарма пулăшать. Çавăн пекех конкурсри тĕрĕслевсен кашни тапхăрĕнче усăллă сĕнÿсем панăшăн, пулăшнăшăн хамăрăн Куславкка муниципаллă округĕн командине те пысăк тав»,- терĕ Елена Геннадьевна.

«Ертÿçĕсен команди» конкурса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕ сĕннипе 2020 çултанпа ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - лидер тата управлени пахалăхĕсене çÿллĕ шайра тытса пыракан малашлăхлă ертÿçĕсене шырасси, аталантарасси тата пулăшасси.

2026 çулта конкурса бизнеспа, вĕренÿпе, сывлăх сыхлавĕпе тата ăслăлăхпа çыхăннă çынсенчен 314 заявка йышăннă. Кăçалхи конкурсăн курăмлă енĕ çакă пулчĕ: çурма финалта хÿтĕленмелли проект заданийĕсен темисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-сем сĕннĕ. Вĕсем республикăшăн çивĕч темăсене пырса тивеççĕ: импорта улăштарассине пулăшассине, бизнесра ăс парассине аталантарассине, конкурссен йĕркелĕвне лайăхлатассине тата ыттисене те. Конкурсăн финалĕ сентябрĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ. Мала тухнă 5 çĕнтерÿçĕ тата финалти 19 ертÿçĕ - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсене дипломсемпе наградăсем парса хавхалантарнă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники