Шăн пăр çине лартса ярасшăн пулнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2025, 13:52 Просмотров: 15

Шупашкар округĕнчи 71 çулхи хĕрарăма ултавçăсем хăнăхнă йăлапа шăн пăр çине лартса яма хăтланнă, «сотовăй çыхăну операторĕ» шăнкăравлать тесе çыхăну пулăшăвĕ тĕлĕшпе договора малалла тăсмалли пирки асăрхаттарнă.

Чăваш Енри Шалти Ĕçсен министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, Федерацин Хăрушсăрлăх службинчен тата Тĕп банкран килнĕ шăнкăравсем тивĕçлĕ канури хĕрарăма шиклентернĕ, анчах та «деклараци» валли 13 миллион тенкĕ куçарса париччен малтан вăл право йĕркине сыхлакансемпе канашласа пăхма шутланă. Полици ĕçченĕсем ултавçăсем час-часах укçа-тенке Украинăна куçарма тытăннă тесе хăратни çинчен аса илтернĕ.

Шалти Ĕçсен министерстви усал шухăшлă çынсем право йĕркине сыхлакан органсене пулăшатпăр тесе халăх укçи-тенкине вăрланипе пĕрлех саккуна хирĕçле ĕçсем тума хĕтĕртни çинчен аса илтерет. Пĕлмен номерсемпе шăнкăравланă чухне полици сотрудникĕсем телефонпа калаçма пăрахмалла, тÿрех право йĕркине сыхлакан органсенчен пулăшу ыйтмалла тесе пĕлтереççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники