Августăн 24-мĕшĕнче Куславкка округĕнчи Кивĕ Тĕрлемес ялĕнчи автозаправкăра ĕçлекенсем фура водителĕ кабинăран нумай вăхăт хушши тухманнипе кайса пăхма шутланă. Лешĕ унта тăнсăр выртни паллă пулнă.
Автозаправкăра ĕçлекенсем тÿрех васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ. Тухтăрсем Ставрополь тăрăхĕнче пурăнакан 46-ри арçынна тăна кĕртнĕ. Анализ илсен юнра сывлăхшăн сиенлĕ япаласем пуррине тупса палăртнă.
Полици ĕçченĕсем фура салонне пăхса тухнă хыççăн наркотиксемпе шприцсем тупнă. Водитель наркотике çул çинче вăрттăн вырăнтан илни çинчен пĕлтернĕ. Вăл Мускаври транспорт компанийĕсенчен пĕринче ĕçлени паллă. Ун тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Сентябрь 2025 |