Çулталăк тăршшĕпех çĕрулми çиес тесен кĕркунне пухса илнĕ тухăçа тĕрĕс упрамалла. Çакна мĕнле тумалли çинчен Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи Управленийĕн пай ертÿçин заместителĕ Елена Покровская каласа парать:
- Çĕрулмине вăхăтра кăларса илмесен ăна лартса хăварас, кăпкалатас, çумкурăксенчен тасатас тĕлĕшпе çу кунĕсенче тăрăшни пĕтĕмпех сая каять. Енчен те иртерех кăларсан та çÿхе те черчен хуппине кура вăл нумай упранаймасть. Çавăн пекех тăпра ăшĕнче çĕрулми ытларах вăхăт выртрĕ-тĕк, эсир ăна вăхăтра кăларса илеймерĕр пулсан, вăл каллех нумайччен упранаймасть, çĕрме пултарать.
Кăларнă çĕрулмине типшĕ-рсе çитсен тĕплĕн суйламалла, касăлнисенчен е çĕрме пуçланисенчен уйăрмалла. Чи лайăх авăрсенчен пухнисене, чăх çăмарти пеккисене, çуркунне лартса хăварма, вăрлăхлăх уйăрса хумалла.
Çĕрулми сивĕ лекмен нÿ-хрепре, 3 е 5 градус ăшăра лайăх упранать. Температура ытларах пулсан, унти крахмал сахăра куçма пултарать, çавăнпа вăл пылак тутă калать.
Упрама хунă çĕрулми ан çĕртĕр тесен нÿхрепе икĕ эрне маларах тасатса хатĕрлемелле, çак тĕллевпе известьпе тата ешĕл сенкерпе ?медный купорос% усă курмалла. Ещĕксене марганцовка шĕвекĕпе тасатса тухмалла. Çавăн пекех вĕсене хальхи вăхăтра сутакан, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар фунгицидлă препаратсемпе сирпĕтсе тухсан та аван.
Ытлашши нÿрĕке хăй патне туртса илесрен «иккĕмĕш çăкăра» хĕрлĕ кăшманпа пĕрле упрама тăрăшмалла.
Сентябрь 2025 |