Йывăр тиевлĕ автомашина водительне, правине туртса илнине пăхмасăрах çула тухнăскере, пирĕн округ территорийĕнче авари тунăшăн айăплаççĕ.
Куславкка район прокуратури хамăрпа кÿршĕллĕ республикăра пурăнакан 63 çулхи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçпе килĕшнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 264-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнчи «в» пунктра асăннă преступление тунăшăн айăплаççĕ, урăхла каласан, транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă хыççăн çул-йĕр правилисене пăснине пула хирĕç килекен транспорт çине пырса кĕнĕшĕн.
Судра çакă паллă пулнă: 2024 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче арçын йывăр тиевлĕ прицеплă автомашина рулĕ умне ларнă. 12 сехет те 15 минут çитеспе «М-7» автоçулпа Йĕршер ялĕ çывăхĕ-нчен сехетре 130 километр хăвăртлăхпа (70 километрпа кăна пыма юрать) иртнĕ чухне вăл хирĕç килекен çул çине тухнă, унта «КАМАЗпа» çапăннă. Ун хыççăн каллех тепĕр автомашина çине пырса кĕнĕ. Çул çинчи аварие пула 43 çулхи «КАМАЗ» водителĕ, йывăр аманнăскер, вилсе кайнă.
Çак ĕçе тĕпченĕ май судпа айăпланă арçынна маларах эрех ĕçнипе ĕçменнине палăртас тĕллевпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухманшăн транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарни палăрнă.
Преступлени тунăшăн хăй айăплă пулнине водитель йышăнман. Çул-йĕр правилине пăсман тесе çирĕплетнĕ, анчах та прокуратура суда тăратнă фактсене пăхса тухнă хыççăн вăлах айăпли паллă пулнă.
Ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине, айăплакан çын хăйне йĕркеллĕ тытнине шута илнĕ май суд арçынна 6 çул та 6 уйăх таран колони-поселение ямалла тунă. Ăна çавăн пекех 2 çул та 8 уйăх таран транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме чарнă, тесе пĕлтерет Чăваш Ен прокуратури.
Сентябрь 2025 |