Никама та итлемен
Шупашкарта пурăнакан 64-ри хĕрарăм ултавçăсене 14 миллион тенкĕ куçарса панă.
Ун патне палламан çын шăнкăравласа патшалăх пулăшăвĕ илме сĕннĕ. Хĕрарăм ăна ĕненнĕ, СМСпа килнĕ кода пĕлтернĕ. Кун хыççăн ултавçăсем «Госуслуги» портала ун ячĕпе кĕнĕ.
Унтан пулăшу службин «ĕçченĕсенчен» пăтăрмаха пĕтермелли инструкцисем килме пуçланă. Вĕсем каласа пынине пурнăçласа хĕрарăм пухнă пĕтĕм укçине - 14 миллион тенке счечĕ çинчен илнĕ. Банк ĕçченĕсем ăна ултавçăсенчен сыхланма, укçана счет çинчех хăварма ÿкĕтленĕ пулсан та вăл итлемен. Çав вăхăтра хĕрарăмăн тăванĕсем те унпа юнашарах пулнă.
«Çыхăну операторĕ» шăнкăравланă
Тĕп хулари 21 çулти медсестра та ултавçăсене пĕр кунра миллион тенкĕ ытла куçарса панă.
Ун патне те палламан арçын шăнкăравланă. Хăйĕнпе «çыхăну операторĕ» тесе паллаштарнă. Хайхискер хĕре пĕр тăхтамасăр сим-карта килĕшĕвне малалла тăсма хушнă. Медсестра СМСпа килнĕ кода пĕлтернĕ. Кун хыççăн тин вăл ултавçă аллине лекнине ăнланса илнĕ, «Госуслуги» порталти пароле часрах улăштарнă.
Анчах ултавçă та çывăрман. Хĕрĕн аккаунтне такам кĕни пирки пĕлтернĕ, ку ыйтăва тÿрех татса пама пулăшакан телефон номерне ярса панă. Хĕр çав номерпе шăнкăравланă та. Ку хутĕнче палламан арçын хăйĕнпе «патшалăх службин ĕçченĕ» тесе паллаштарнă, укçана ăçта куçармалли çинчен пĕлтернĕ, çакă ăна упраса хăварма пулăшать тесе ĕнентернĕ. Çапла майпа хĕр хăйĕн карттипе кредит картти çинчи тата пухнă укçине пĕтĕмпех ют çынна куçарса панă.
Октябрь 2025 |