Тăвар виçи çинчен ан манăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2025, 15:13 Просмотров: 19

Ученăйсем каланă тăрăх, хальхи çынсем тăварлă апат нумай çиеççĕ. Тăвара виçерен иртсе ăша яни организма сиен кÿнине тахçанах çирĕплетнĕ. Ăна талăкра мĕн чухлĕ çимелле/ Тăварăн пĕлтерĕшĕ çинчен республикăн медицина профилактикипе сиплев физкультурин центрĕн тухтăрĕ Антонина ТАБАРДАК каласа кăтартать:

- Пĕр талăкра вăтамран 5 грамм тăвар çимелле, анчах пирĕн çĕршывра пурăнакансен 45 проценчĕн çак виçе 12 грампа танлашать. Тăвар нумай çини сывлăха сиен кÿрет тата çын ĕмĕрне кĕскетет. Çак çимĕç икĕ минералтан тăрать: 40 проценчĕ – натри, 60 проценчĕ – хлор. Натри организмран ытлашши шыва тухма чарса тăрать, çавăнпа тăварлă çиекенсем юн пусăмĕ ÿснипе нушаланаççĕ. Гипертони чирĕ вăй илет, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх пысăкланать.

Терапипе медицина профилактикин центрĕн эксперчĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ытлашши тăвар çини çынна вилĕм патне хăвăртрах илсе çитерме пултарать. Уйрăмах çакă арçынсене пырса тивет, мĕншĕн тесен вĕсем тăварлă çимĕçсене ытларах юратаççĕ.

Аш-какайра, сĕтре, çăмартара тăвар чылай. Апат хатĕрленĕ чухне çакна ялан шута илмелле. Çăкăр та «тăварлă» çимĕç шутланать. Хальхи çынсен сĕтелĕ çинче кетчуп, консерв, сыр, кăлпасси, чипс татăлма пĕлмест. Манмалла мар: вĕсене те тăвар нумай хушаççĕ.

Тăвар сахал çинин усси пурах. Тĕслĕхрен, çак çимĕçе пĕр кунра 3 грамм чакарса пырсан инфарктпа инсульт пуласси пĕчĕкленет. Гипертониксене тăварсăр апат çиме сĕнеççĕ. Тăвар виçине пĕчĕклетес тесен соуса, кетчупа, апата тутлăлантармалли тĕрлĕ йышши техĕмлĕхе рационтан кăлармалла. Вĕсен вырăнне типĕтнĕ улма-çырла, çĕрулми, петрушка çимелле. Ку çимĕçсенче кальци нумай. Юр-варта, пулăра, мăйăрта, улма-çырлара, пахчаçимĕçре тăвар сахалрах. Апата тăвар вырăнне лавр çулçи, базилик, корица, сельдерей, укроп, ыхра, импĕр, горчица яни усăллăрах. Маринадсемпе салатсене тутлăлантарма лимон сĕткенĕпе усă курсан аванрах.

Консервланă çимĕçсене те сахалрах çимелле. Вĕсене тăвар нумай яраççĕ. Пахчара ÿсекен хăш-пĕр çимĕçе шăнтса хума пулать. Çапла туни усăллăрах та. Хальхи саманара лавккара улма-çырла, пахчаçимĕç хĕлĕн-çăвĕн сутаççĕ. Сăмах май, ĕлĕк тăвар питĕ хаклă пулнă, çавăнпа пирĕн мăн асатте-асаннесем консервланă чухне ун вырăнне пăрăçпа, ыхрапа, шур çырлипе, кĕтмелпе усă курнă. Паллах, тăвар организма кирлĕ, анчах унăн виçи пирки манмалла мар.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники