Вут-çулăма алхасма паман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2025, 14:12 Просмотров: 14

Чăваш Енри айăплава пурнăçланине тĕрĕслекен федераллă служба управленийĕн 5-мĕш колонийĕн пушар чаçĕн сотрудникĕсем нумай пулмасть МЧСра тăрăшакансене Куславкка округĕнче тухнă вут-çулăма сÿнтерме пулăшнă.

Ĕçпе юсанмалли колонин пушар чаçне хулари пĕр çуртра çулăм алхасни çинчен пĕлтернĕ. Пушар чаçĕн начальникĕ Константин Михайлов, автомашина водителĕ Константин Андреев, уйрăм командирĕ Алексей Семенов ятарлă техникăпа çийĕнчех ăна сÿнтерме тухса кайнă. 5-мĕш колонире ĕçлекенсем çулăм çывăхри çуртсемпе хуралтăсене ярса илесрен васкавлă мерăсем йышăннă, инкеке сирсе яма пултарнă.

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин сотрудникĕсемпе çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе пушара шутлă вăхăтра сÿнтерме пултарнă.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники