Çăмăллăхпа усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2025, 14:14 Просмотров: 16

Çара мобилизациленисемпе çар служащийĕсен çемйисене Раççей Социаллă фончĕ хăш енĕпе пулăшать?

В. ПЕТРОВ.

Призыв йĕркипе çара илнисен тата мобилизациленисен арăмĕсемпе ачисене пособи параççĕ. Вĕсен шутĕнче - призыв йĕркипе илнĕ çар служащийĕсен ача çуратма хатĕрленекен арăмĕсем. Ку категорие пособипе пĕр вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Çăмăллăхпа усă куракансен йышне асăннă йĕркепе салтак атти тăхăннă çар служащийĕ-сен ачисем те кĕреççĕ, пособи кашни уйăхшăн илсе тăраççĕ. Вĕсене палăртас ыйтăва çемьен кашни уйăхри вăтам тупăшне тата ытти пособие илни-илменнине тĕпе хурса татса параççĕ.

Çар служащийĕсен ача амăшĕ пулма хатĕрленекен арăмĕсем çие юлнăранпа 180 кунран кая мар иртсен пĕр вăхăтра памалли пособие илме пултараççĕ. Кăçал вăл 42665 тенкĕпе танлашать. Кашни уйăхри пособие çÿлте палăртнă йĕркепе 3 çул тултарнă ачисем ашшĕсем çар тивĕçне пурнăçланă тапхăршăн çеç илеççĕ. Тÿлев виçи 18285 тенкĕ- пе танлашать. Ăна илес ыйтăва Социаллă фонд уйрăмне ашшĕ призыв йĕркипе тивĕçе пурнăçланă службăран таврăнсан 6 уйăхран кая юлмасăр çитермелле. Кунсăр пуçне мобилизациленисен çемйисене пепке кĕтекен мăшăрсемпе ачисене ансатлатнă йĕркепе пĕрлехи пособи параççĕ. Ăна палăртнă чухне çемье мĕн чухлĕ тупăш илнине шута илмеççĕ, пособие 6 уйăхлăха çирĕ- плетеççĕ, кайран ăна малалла тăсма пулать.

Çие юлнăранпа 12 эрне çитиччен учета тăнă хĕрарăмăн пособи илес ыйтупа 12 эрне иртсен, çуратнă кунччен, пымалла. Ансатлатнă йĕркепе пособи илес ыйтăва Социаллă фонд уйрăмне мобилизаци йĕркипе пыракан служба вĕçлениччен çитермелле. Заявление Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕн Клиент службине, Нумай функциллĕ центра е Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă çитермелле. Заявлени параканăн ача ашшĕ призыв йĕркипе çар службинче пулнине çирĕплетекен справка тăратмалла.

Ю. МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники