Ÿсĕрле çула тухнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2025, 14:15 Просмотров: 15

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче патшалăх автоинспекци уйрăмĕн экипажĕ Куславкка округĕнчи Аманик ялĕнче пĕр арçын каçхине мопедпа пынине асăрханă. Çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе сыхлакансем ăна чарăнма ыйтнă, анчах та лешĕ вĕсем каланине итлемен. Çапах та патшалăх автоинспекци ĕçченĕсенчен ытлашши аякках каяйман вăл, кăштах вăхăтран ăна тытса чарнă.

Ÿсĕрле транспорт хатĕрĕпе çула тухнăшăн правине туртса илнине пăхмасăрах каллех эрех ĕçсе руль умне ларнă арçын тĕлĕшпе инспекторсем Раççей Федерацийĕн Административлă право кодексĕн 12.8 статйин 3-мĕш, 12.25 статйин 2-мĕш тата 4-мĕш пайĕсенче пăхнă преступление тунăшăн айăплама материалсем çырса хатĕрленĕ.

Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн дознавателĕ 34 çулхи арçын тĕлĕшпе транспорт хатĕрĕпе каллех ÿсĕр çÿренĕшĕн РФ Уголовнăй Кодексĕн 264.1 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Унăн мопедне ятарласа уйăрнă вырăна кайса лартнă, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Ен Шалти Ĕçсен министерствинчен.

Сăмах май каласан, судсен приговорĕпе кăçалхи 9 уйăхра иккĕмĕш хут эрех ĕçсе руль умне ларнăшăн республикăра 85 автомашина, мотоциклсемпе мопедсен водителĕсене айăпланă, транспорт хатĕрĕсене патшалăх тупăшĕ валли конфискациленĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники