Октябрĕн 7-мĕшĕнче Раççейри Шалти Ĕçсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийĕн пайне республикăри банксенчен пĕринче ĕçлекен икĕ çын пынă.
Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕрле ĕçлекенрен иккĕшĕ те пĕр вăхăтра пĕрешкел СМС илнĕ, лешĕ 18 пин тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Банк ĕçченĕсем - 42 çулхи начальник тата 29 çулхи менеджер - СМСра кăтартнă карта çине укçа куçарса панă. Кăштах вăхăтран татах та пулăшма ыйтсан, иккĕшĕ те ун патне шăнкăравласа укçа чăнах та кирлипе интересленнĕ. Çапла майпа пĕрле ĕçлекенĕн мессенджерне ултавçăсем тапăнни çинчен пĕлнĕ.
Çав кунах Шупашкарти полицире çакнашкал тата тепĕр икĕ факта шута илнĕ. Ултавçăсен серепине 16 çулхи шкул ачипе хăй ĕçĕпе ĕçлекен 54 çулхи хĕрарăм лекнĕ. Вĕсенчен пĕри «пĕлĕшĕ» валли сакăр пин ытла, тепри тăванне пулăшма вунпилĕк пин тенкĕ куçарса панă.
Асăннă фактсем тăрăх уголовнăй ĕçсем пуçарнă, преступлени çулĕ çине тăнă çынсене тупса палăртассипе çыхăннă мероприятисем ирттереççĕ.
Октябрь 2025 |