1888 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Куснар ялĕнче пирĕн ентеш Марфа Трубина ?Трубина Мархви% çуралнă. Çав паллă куна халалласа вырăнти вăтам шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç: вĕренекенсем викторинăна хутшăнчĕç, кĕнекесен выставкипе паллашрĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Петровна Ремизова 11-мĕш класра «Марфа Трубина, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăпа ятарлă урок ирттерчĕ. Вăл шкул ачисене çыравçă пурнăçĕпе тата унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ.1903 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Марфа Трубина Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă. Шăпах ĕнтĕ унта литература ĕçне пуçăннă. Чăвашран тухнă малтанхи çыравçăсенчен пĕри ытларах ачасем валли çырнă, нумай повесть, калав, юмах, пьеса пичетленĕ. Вĕсенчен чи паллăраххисем - «Мучар», «Хÿтĕ вырăнта», «Асăнмалăх, савăнмалăх» повеçсем. Пуçламăш тапхăрта Марфа Трубина поэзире те хастар ĕçленĕ, чылай сăвă-юрă çырнă.
Шкулта вĕренекенсем хăйсем те писатель çинчен мĕн пĕлнине каласа пачĕç. Ачасем Куснар ялĕнчи паллă çынсене асра тытни чăннипех те савăнтарчĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Сентябрь 2025 |