Халăх сурать - кÿлĕ пулать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:31 Просмотров: 22

DSC 5274

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать», – тенĕ ваттисем. Çак каларăш пĕрлехи вăйпа тем те тума пултарнине çирĕплетсе парать.

Карачри территори пайĕнчи Культура çуртĕнче нумай пулмасть пулнă май унта хĕрсех маскировка тетелĕсем çыхакан хастар хĕрарăмсемпе курса калаçма тÿр килчĕ. Маларах асăннă ваттисен сăмахне хăй вăхăтĕ-нче вырăнти поселение ертсе пынă Зинаида Никифоровăпа хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Анна Семенова аса илтерчĕç, çĕршывра ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра кунти ялсенче пурăнакансем те айккинче юлманни, хамăр салтаксене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшни çинчен каларĕç.

Вĕсем каласа пĕлтернĕ тăрăх, Карач таврашĕнчи ялсенче маскировка тетелĕсене 2023 çулхи декабрь уйăхĕнче çыхма тытăннă. Паян ку енĕпе 4 çĕрте ĕçлеççĕ: Карачри Культура çуртĕнче, вырăнти тухтăр амбулаторийĕнче, Минкĕш клубĕнче тата Валентина Красновăпа Валентина Баранова килте çыхаççĕ.

Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, халĕ ку ĕçе самаях çăмăллатнă. Унччен пусма тĕркемĕ-нчен вăрăм хăюсене хачăпа касса кăларнă пулсан, халĕ вара фермер хуçалăхне тытса пынă Василий Семенов тăрăшнипе Михаил Петровпа Владимир Сергеев тунă ятарлă станокпа касаççĕ. Çак ĕçе Юрий Ларионов пысăк яваплăха туйса пурнăçлать, хатĕр лентăсемпе хуть те хăш вăхăтра та тивĕçтерме пултарать вăл округри ялсенче тетелсем çыхакансене. Юрий Моторкин вара сеткăсене хатĕрлеме меллĕ-рех пултăр тесе вĕсен хĕррисене хытăрах материалпа çыхăнтарса парать. Василий Николаевич Семенов тăрăшнипех вĕсене çыхакан 4 вырăнта та тимĕртен ăсталанă станоксем вырнаçтарса тухнă. Таврари ялсенчен хăшĕ-пĕринче те курма пулать паян вĕсене, тĕслĕхрен, Елчĕкре, Мушарта...

Маскировка тетелĕсем çыхма хастар хутшăнакансем çинчен каласа пама ыйтсан, хĕрарăмсем нумай шухăшласа тăмарĕç, кашниех ку ĕçе чун-чĕре хушнипе, ятарлă çар операцине хутшăнакансене çĕнтерĕве часрах çывхартма пулăшас тĕллевпе тунине палăртрĕç. Çапах та чи хастаррисене палăртса хăвармаллах ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче - вырăнти тухтăр амбулаторийĕнче тăрăшакансем Юлия Глебова, Людмила Павлова, Мария Смирнова, Надежда Егорова ?Захарова%, Культура çуртĕнче - Анна Семенова, Татьяна Игнатьева, Лариса Павлова, Светлана Забродина, Зинаида Никифорова, Лариса Изотова, Ольгăпа Юрий Моторкинсем (Карачра хăйсен килĕнче çыхаççĕ, сетка хатĕрлеççĕ). Минкĕшре те икĕ вырăнта ĕçлеççĕ: пĕринче Валентина Барановăпа Валентина Краснова, тепринче, ялти клубра, – Валентина Михайлова, Татьяна Сотнезова, 83 çулхи Зоя Михайлова тата Надежда Портнова. Карачри Культура çуртĕнче Татьяна Смирновăпа Людмила Сорокина та ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хуларан канмалли кунсенче килекенсем те пулăшма тăрăшаççĕ ентешĕсене.

- Пĕрле пухăнса шăкăл-шăкăл калаçнă, çĕнĕ хыпарсемпе паллашнă май эпир вăхăт иртнине те сисместпĕр. Тата хăш чухне пултарулăх ушкăнĕпе юрлама çĕнĕ юрăсем те вĕренетпĕр. Культура çуртĕнче тăваттăн ĕçленĕ чухне 3 сехет çурăрах 6х3 метр виçеллĕ пĕр сетка çыхма пултаратпăр, - терĕ Анна Семеновна. - Паянхи куна Карачри территори пайĕнче 700 ытла тетĕл çыхрăмăр ĕнтĕ. Çавăн пекех шлемсем çине тăхăнтармалли хатĕрсем те ?нашлемниксем% нумай туса патăмăр.

Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене кашниех пулăшма тăрăшать. Пĕрисем укçа-тенкĕ-пе тивĕçтереççĕ, теприсем ăшă чăлха- нуски, свитерсемпе курткăсем, вырăн таврашĕ туянса параççĕ, варени, тăварланă е маринадланă çимĕç пырса паракансем те чылай... Çавăн пекех карачсем 350 мăшăр хурăн милĕкĕ хатĕрлесе панă, вĕсене вырăнти халăхран та пухнă.

Карач тăрăхĕнчи «ЭнежЪ» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе Иван Семеновпа калаçса татăлса хĕрарăмсем типĕтнĕ апат хатĕрлесе СВОна ярса памашкăн уйра çĕрулми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ыхра кайса кăларнă, вĕсене Куславккана тата Шупашкара ăсатнă. Çавăн пекех паллă уявсем умĕн салтаксем патне ăшă çырусем те çыраççĕ. Сăмах май каласан, Лариса Изотова çара яма хатĕрленĕ маскировка тетелĕн тĕркемĕ хушшине кашнинчех çырупа пĕрле пĕчĕк шоколад чиксе хурать. Çавăн пекех хĕрарăмсем пĕчĕк турăшсем, 90-мĕш псалом та чиксе параççĕ. Кашниех ентешсем фронтран тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтсе Турра кĕлтăвать.

Маскировка тетелĕсем çыхма çÿрекенсем хушшинче тивĕçлĕ канури çынсемпе пĕрлех шкул ачисем те пур. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен пĕрне, Якуньккăри Карина Батраковăна, ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах ял халăхĕпе пĕрле ку ĕçе хутшăнаканскере, нумай пулмасть «СВОна пулăшнăшăн» медальпе наградăларĕç.

Тивĕçлĕ канури çынсем те, шкул ачисем те аван пĕлеççĕ: çапăçу хирĕнче пирĕн çар служащийĕсем маскировка тетелĕсемпе техникăна, блиндажсемпе окопсене тăшмансем асăрхасран витсе хураççĕ. Çак сеткăсене çыхакансем вара вĕсем çар çыннисен пурнăçне çăлса хăварма пулăшасса çирĕп ĕненеççĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники