Прокатпа усă курса

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.10.2025, 15:11 Просмотров: 23

73651cefb3e260c929709ab2c26979b3 o

«Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе Чăваш Республикинче, çав шутра Куславкка округĕнче те уçнă прокат пункчĕсем нумай тĕрлĕ таварпа усă курма сĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, коляскăсемпе, пĕчĕк краватьсемпе, автокреслăсемпе тата ыттисемпе те.

Пĕчĕк ачасем хăвăрт çитĕнеççĕ, çавăнпа хăшпĕр япаласемпе часах усă курма пăрахаççĕ. Прокат пункчĕ вара çемьесене ача çулталăк тултариччен кирлĕ тум е тĕрлĕ хатĕрсем илме сĕнет, çавна май укçа-тенке перекетлеме май пурри çинчен аса илтерет. Пирĕн округри çамрăк е нумай ачаллă çемьесем çак пулăшупа усă курма тăрăшаççĕ те.

«Прокат сĕнĕвĕ пирĕншĕн питĕ вăхăтлă пулчĕ, эпир пĕчĕк ачана пăхма кирлĕ япаласем туянса укçа нумай тăкакламарăмăр, çитменнине тата ача кăштах ÿссен çак хатĕрсене ăçта вырнаçтарасси пирки те пуçа ватмалла мар»,- пĕлтерет хăйĕн шухăшне нумай ачаллă хĕрарăм Екатерина М.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники