Чăваш тумĕн тĕнчинче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.10.2025, 15:15 Просмотров: 25

Çĕр çинчи кашни халăхăн хăйĕн наци тумĕ пур. Чăвашсем ĕлĕк мĕн тăхăнса çÿренĕ-ши? Çакна эпир Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна пичетленсе тухнă «В мире чувашского костюма. Чăваш тумĕн тĕнчинче» ятлă кăларăма вуласа пĕлме пултаратпăр. Унăн авторĕ - Е. Енькка (Михайлова), ÿкерчĕксемпе илемлетекенĕ те хăех. Тиражĕ - 2000 экземпляр.

Ятĕнченех ăнланмалла ĕнтĕ, кĕнеке чăваш халăх тумĕпе паллаштарать. «Материал ачасене те, аслисене те ăнланмалла. Хăшĕ-пĕри кĕнекене вуласа тухма, тĕпчеме пултарĕ, тепри вара, тен, чăваш тумĕсен ÿкерчĕкĕсене пăхса савăнĕ», - тет автор умсăмахра. Асăнса хăвармалла, ку кĕнеке Елена Викторовнăн ачасем валли чăваш тумтирĕпе капăрлăхĕсем çынчен çырнă пĕрремĕш кĕнеки мар ĕнтĕ. Унччен тухнă «Чăваш кĕпе-тумтирĕ» тата «Чăваш пуканисем» кăларăмсем çийĕнчех саланса пĕтнĕччĕ.

Чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем кĕписене, ытти тума хитре тĕрĕсемпе тата ансăр хăюсемпе илемлетнĕ. Вĕсен тумтирĕ капăрлăх таврашĕ нумай пулнипе те палăрса тăрать. Уйрăмах амăшсен тумтирĕ пуян пулнă. Çак пуянлăхпа ачасене паллаштарма тĕллев лартнă та кĕнекере. Автор республикăри тĕрлĕ районсенчи арçын, хĕрарăм, хĕр, ача-пăча тумĕсем çинчен кĕскен те ăнланмалла каласа парать. Кашни этнографи ушкăнĕнчи тумпа капăрлăхсене тĕслĕ ÿкерчĕксенче кăтартнă, словарьте ăнлантарса панă. Автор ÿкерчĕксемсĕр пуçне текста уçăмлатма ытти художниксен ĕçĕсене те кĕртнĕ.

Паллах, пĕчĕк кĕнекере чăваш тумне туллин кăтартса пама çук. Анчах кунти материалпа паллашни тăван халăхăн аваллăхне, культурине, йăли-йĕ-ркине тĕплĕнрех пĕлес туртăма аталантарасса шанас килет. Ку кăларăм ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те усăллă пулĕ. «Кил-йыш валли çырнă кĕнеке», - тесех палăртнă ăна автор.

А. МАЙОРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники