Энтрипасарсем те маттур

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:22 Просмотров: 209

asam 2

Энтри Пасарĕнчи «Çамрăк талантсем» ятлă шкул театрне çÿрекенсем те нумай пулмасть республикăри «АСАМ» фестивалĕн хамăр муниципалитетри тапхăрне хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Пирĕн шкулти театра юратакансен кружокĕ Элла Фомякован «Çав хĕлĕн çăкăрĕ» повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ спектакле кăтартса пачĕ. Ĕçсем 1941 çулта Ленинградра, блокада вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Тĕп сăнар, саккăрти Лиза, вăрçăн хаяр кунĕсене хăй тата ытти çынсем мĕнле чăтса ирттерни çинчен каласа кăтартать...

Çак фестивале хутшăнни шкул ачисене хăйсен пултарулăхĕпе туллинрех паллаштарма май пачĕ. Çавăн пекех сцена çине тухмассерен вĕсен опычĕ ÿссе пыни те палăрчĕ.

«Хĕрарăмсен иккĕмĕш планри чи лайăх ролĕ» номинацире пирĕн шкулти Вероника Якимова çĕнтерни пире те хавхалантарать. Вăл Лиза сăнарне питĕ ĕнентерÿллĕ кăтартса пачĕ.

И. ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники