Ăшă сăмах ăшăтать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.11.2025, 14:17 Просмотров: 15

Чăваш Енри УФСИНăн 5-мĕш колонийĕнчи судпа айăпланă хĕрарăмсем валли священник кĕлĕ ирттерчĕ.

Владимирски тата Хусанти Турă Амăшĕн настоятелĕ Иоанн атте протоиерей (Николаев) ĕçпе юсанмалли колонири хĕрарăмсем патĕнче час-часах пулать, вĕсен çылăхне каçарттарать. Нумай пулмасть вăл каллех унта пырса кайрĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче священник хĕрарăмсем валли кĕлĕ ирттерчĕ, тĕне ĕненекенсем ăна хăйсем тунă çылăхсем çинчен ним пытармасăр каласа пачĕç. Иоанн атте вĕсене сыптарчĕ.

Турра кĕл тăвас умĕн протоиерей судпа айăпланă хĕрарăмсене православин нравственноçпа çыхăннă никĕсĕсем, Турра ĕненни этем пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни, саккуна пăхăнса пурăнма кирли çинчен каласа ăнлантарчĕ.

Иоанн атте Турра ĕненекенсене çавăн пекех Таса Кĕнекери святойсем каласа хăварнă хăшпĕр сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ, тĕлпулăва пынисемпе уйрăммăн та курса калаçрĕ. Кăмăл тăвакансем хăйсене интереслентерекен ыйтусене те пама пултарчĕç.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники