Тухтăрсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçре врач профессине суйласа илнĕ студентсем производство практикинче хăйсене мĕнле кăтартни тĕп вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен вĕсем малашне этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн яваплăх тытаççĕ.
Куславкка районĕнчи тĕп больницăра çак кунсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 2-мĕш тата 3-мĕш курсĕсенчи студентсем практикăра. Пулас тухтăрсем тĕрлĕ процедурăсем ирттерме, пациентсене йышăнма хăнăхаççĕ, ку чухнехи сиплевпе диагностика мелĕсене алла илеççĕ.
«Пирĕн больницăра студент-медиксем пысăк ăсталăх пухнă врачсенчен нумай вĕренме пултараççĕ. Вĕсем университетра илнĕ пĕлÿпе халĕ кунта усă кураççĕ, медицинăри тĕрлĕ инструментсемпе, оборудованипе паллашаççĕ. Практика вĕсене тимлĕ, яваплă пулма, кĕтмен çĕртен сиксе тухакан лару-тăрăва тĕрĕс хак пама вĕрентет»,- тет район больницин тĕп врачĕ Марина Макарова.
Пирĕн пата килнĕ студентсем «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа практика ирттереççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри мĕнле профессие суйласа илессине хăйĕншĕн малтанах палăртса хунă: кардиолог, рентгенолог тата судмедэксперт. Палăртас пулать, пирĕн практикантсем пурте тĕллевлĕ направленипе пĕлÿ илеççĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хамăр районти И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна ĕçлеме килĕç.
Çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарасси сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн бюджетра уйăракан тĕллевлĕ вĕренме май паракан вырăнсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем 2030 çулччен вăйра тăраççĕ.
Р. КОВАЛЕВА.
Ÿкерчĕкре: студентсем больницăн тĕп врачĕпе М. Макаровăпа (сулахайран иккĕмĕшĕ), кадрсен пайĕн начальникĕпе Д. Булгаревăпа пĕрле.
Январь 2026 |
