Малтанхи утăмсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:28 Просмотров: 28

Куснар шкулĕнче ачасене мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма хăнăхтараççĕ. Ялхуçалăхĕпе интереслентерес тĕллевпе унта аван условисем туса хатĕрленĕ. Вĕсем «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн «АПКна - кадрсем» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыраççĕ.

Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсенчех арçын ачасемпе хĕрачасем ялхуçалăхăн никĕсĕпе паллашаççĕ. Вырăнти агролабораторире вĕсем çĕр çинче мĕнле ĕçлемеллине хăнăхаççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем хăйсен воспитателĕ-семпе пĕрле январьте хăярпа помидор тата ешĕл çимĕç калчисене уйăрса лартрĕç.Çакă вĕсене ÿсен-тăрансем мĕнле ÿснине сăнама, ансат опытсем ирттерме тата хăйсен ĕçне курса савăнма май парать.

10-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли уçнă агрокласра вара ялхуçалăхăн никĕсне тарăннăн тишкереççĕ. Куснар шкулĕн директорĕ Владислав Шмелев каланă тăрăх, кунтан вĕренсе тухакансем кашни çулах ялхуçалăхĕпе çыхăннă профессисене суйласа илеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр икĕ çамрăк Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ.Çулталăк маларах та çаплах пулнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники