Хăнара - студентсен отрячĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:29 Просмотров: 26

M0dHAbh9CBlNGjM BGgL3MOPb7xWl1kiM7WRbpoISCJpiq2ky9R9ea3lZ8BkpNcyXlNYf6GldWmVfz rkAIQBkFt

Студентсен «Лайка» десанчĕ республикăри ялсемпе хуласене тухса çÿрет. Нумай пулмасть вăл Куснарти территори пайĕнче пулчĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен 32 студент Куснар тăрăхĕнчи паллă вырăнсене тирпей-илем кĕртме хутшăнчĕ.

Çак отряд пирĕн округа Раççейри студентсен отрячĕсен ĕçĕ-хĕлне Чăваш Енре тăсас тĕллевпе килсе çитрĕ. Çамрăк хастарсем халăха тата социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене пулăшаççĕ, тĕлпулусем вăхăтĕнче тĕрлĕ темăна уçса параççĕ тата культурăллă мероприятисем йĕркелеççĕ. Ку проект «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.

Пирĕн округа килсе çитсен студентсем малтанах Куснар шкулĕнче вĕренекенсемпе, педагогсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене илĕртÿллĕ вăйăпа – Гарри Потер тематикипе йĕркеленĕ асамлăх тĕнчипе паллаштарчĕç. Вăл пурне те килĕ- шрĕ. Студентсем аслă классенче вĕренекенсене хăйсен пулас профессийĕсем çинчен те каласа пачĕç, Чăваш патшалăх университетне суйласа илме сĕнчĕç.

Каярах вĕсем «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» асăнса уçнă мемориал патĕнче пулчĕç, унăн территорине юртан тасатрĕç. Мемориал ертÿçи В. Юсов вырăнти музейре экскурси ирттерчĕ, çак палăка хăçан тата кам пуçарнипе уçни, чăваш халăхĕ унпа мухтанни тата мăнаçланни çинчен каласа кăтартрĕ.

Аслă шкулта вĕренекенсен десанчĕ çав кунхине Куснар ял халăхне чаплă концертпа савăнтарчĕ. Сăмах май каласан, отряд пĕлтĕр Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине асра тытса «Çĕнтерÿ десанчĕ» ятпа тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники