Туслăхран пахи çук пурнăçра

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:34 Просмотров: 28

ziRTkBRJ T808TTOiZWjCFa2DOtDHnvfEZ0hrkRfCvkzbKullS4gQhfabtCHokgWq1YyTLARVXH6RLyl r4qEAZA

Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалласа тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ май Куславккари комплекслă центрта тĕрлĕ пулăшусем илекен ачасем нумай пулмасть туслăх ялавĕсем ăсталарĕç. Пĕрле ĕçленĕ хушăра вĕсем пирĕн тĕнче нумай енлĕ пулни, халăхсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тăрăшни пирки ытларах пĕлчĕç.

Пултарулăх мастерскойĕн программипе килĕшÿллĕн арçын ачасемпе хĕрачасем малтан ялавсем çинчен калакан наукăпа паллашрĕç. Унтан тĕрлĕ çĕршывсен патшалăх символикине тишкерсе тухрĕç, ялавсен тĕсĕсемпе вĕсем çинчи паллăсем мĕне пĕлтернине ăнланма тăрăшрĕç. Педагогсем çавна май тĕрлĕ халăхсен культурипе йăли-йĕркине пысăк тимлĕх уйăрчĕç, вĕсене хисеплени туслăхпа çынсем хушшинчи тăнăçлăх никĕсĕ пулса тăнине палăртрĕç.

Пултарулăх мастерскойĕ тĕрлĕ тĕссен тĕнчине аса илтерчĕ. Ачасем хăйсен аллисемпе ялавсем ăсталарĕç, вĕсене илемлĕ тăвассишĕн тăрăшрĕç. Ĕçленĕ хушăрах пĕр-пĕринпе туслă пурăнни темĕнле йывăрлăхсене те çĕнтерме пулăшни çинчен сăмахларĕç.

«Ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшнă вăхăтра эпир вĕсене пуринпе те ырă кăмăллă пулма, хуть те хăш нацине те хисеплеме вĕрентетпĕр. «Туслăх ялавĕсем» мастерской тĕнче пысăк пулнине пĕлме, унта тĕрлĕ халăхсем пурăннине ăнланма, вĕсен культурипе паллашни ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пуянрах пулма пулăшрĕ. Пĕрлĕх çулталăкĕ пире тепĕр хут аса илтерет: пирĕн пуласлăх - çураçулăхпа килĕшÿре, пĕр-пĕринпе туслă пурăннинче»,- тесе çирĕплетрĕ социаллă ĕçчен Анна Петрова.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники