Ленинград пурăнать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:35 Просмотров: 28

Ленинград блокадине сирсе янă куна асра тытса, эпир, ачасен библиотекинче ĕçлекенсем, январĕн 27-мĕшĕнче Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 3-мĕш классенче вĕренекенсемпе паттăрлăх урокĕ ирттертĕмĕр.

Малтанах ачасене Ленинградра пурăннă çынсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхĕ çинчен каласа патăмăр. Хулара кунĕн-çĕрĕн бомбăсем ÿксе çурăлнă, сивĕпе выçлăх хуçаланнă пулин те Ленинград чăтнă. Çынсем ĕçленĕ, вĕреннĕ, тăшмана çĕнтерессе шаннă, çапла пуласса ĕненнĕ, вăй çитнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшнă...

Хула урамĕсенче чĕрчунсем кăна мар, курăк та юлман. Выçса çитнĕрен стена çинчи обоя та çурса çинĕ. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Блокада 872 куна тăсăлнă, пĕтĕмпе 2 миллион çыннăн кунçулне татнă. Çапах та Ленинград чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман. Тĕлпулу вăхăтĕнче Ладога кÿ-ллипе çыхăннă пурнăç çулĕ çинчен те сăмах хускатрăмăр. Çав çулпа хулана апат-çимĕç турттарса пынă, аманнисене, вăйсăрланнă çынсемпе ачасене унтан илсе тухнă.

Паттăрлăх урокне хутшăннисене çавăн пекех апат-çимĕç карточкисем тата çăкăр талонĕсем çинчен те ытларах каласа пама тăрăшрăмăр. Хупăрлава лекнĕ хулара тăрса юлнă ачасем вăй çитнĕ таран ватăсене тата фронта пулăшни пирки те сăмах пычĕ. Ленинградра лару-тăру питĕ йывăррине пăхмасăрах заводсем ĕçленĕ, фронта танксемпе самолетсем, пулеметсемпе çар хатĕрĕсем ăсатнă. Ÿсентăран ÿстерекен опытлă институтра ĕçлекенсем хăйсем выçă пулнине пăхмасăрах паха вăрлăха упраса хăварнă. Вăйсăрланса çитнĕ пулин те, çынсем хулана таса тытма тăрăшнă, çавăнпа унта блокада вăхăтĕнче ерекен чир-чĕр сарăлман. Талăкĕпех радио калаçнă, тĕрлĕ фронтсенчи лару-тăрупа паллаштарнă...

Паттăрлăх урокĕ вĕçленеспе ачасем «Ленинград пурăнать» видео пăхрĕç. Блокадăри Ленинград çинчен вуласа тухнă кĕнекесем тăрăх вĕсем ятарласа ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç.

Е. ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники