Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççех

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:37 Просмотров: 26

Тĕп библиотекăра январĕн 27-мĕшĕнче «Пирĕн суйлав - пирĕн шăпа» ятпа хулари 2-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсемпе калаçу иртрĕ.

Вулавăшра тăрăшакан Лилия Челдриковăпа çул çитмен ачасен ĕçĕпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Е. Качалова вĕренекенсен пурнăçĕнче право тĕлĕшĕнчен тĕп вырăн йышăнакан ăнлавсене çутатса пачĕç, çул çитмен çамрăксен прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа ăнлантарчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсем те калаçăва хутшăнма тăрăшрĕç, пурне те интереслентерекен ыйтусене пачĕç. Палăртас пулать, вĕсем право йĕркине хураллакансем пĕлтернине тимлĕн итлерĕç, çавăнпа та тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасса шанас килет.

Мероприяти вĕçленеспе вĕренекенсем тĕлпулура мĕн пĕлнине асра тытма ятарласа ÿкернĕ «Азбука прав ребенка» видеоролик пăхрĕç.

Л. ЧЕЛДРИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники