Хастарсене - Тав çырăвĕсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.02.2026, 14:33 Просмотров: 36

jAeoZ8vJ E63OU 0h2ExQpy9CPI3lZVjgGT697ndJUe5gG2I duVto792cFWHVvx29jdOGMqw6pQ5OE8vqzRzWjj

Куславкка муниципаллă округĕнче çак кунсенче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министрĕн заместителĕ Эдуард Маринкин хутшăнчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтанах пирĕн округри патшалăх системине пăхăнса тăракан тытăм пĕлтĕр мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç. Унтан пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнипе палăрса тăракан çуркуннехи-çуллахи тапхăр пирки сăмах пычĕ. Ку ыйтупа тухса калаçакансем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта типĕ курăка тата çÿп-çапа час-часах вут-кăвайт чĕртсе çунтарнипе пушарсен шучĕ ÿсет. Ун пек ан пултăр тесен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса ирттермелле, вут-кăварпа тимлĕ пулмалли çинчен каласа ăнлантармалла.

Лару вĕçленеспе пĕлтĕр çуллахи вăхăтра Тĕрлемес территори пайĕнчи çÿп-çап тăкмалли ятарлă вырăнта тухнă пушара сÿнтерме хутшăннă çынсене Куславкка муниципаллă округĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç.

О. Владимирова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники