Елчĕкре çуралса ÿснĕ Миропия Федоровна Агельская февралĕн 3-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.
Пĕр ĕмĕр тăршшĕнче çак хĕрарăм сахал мар хура-шур курнă, апла пулин те кăмăл-сипетне упранă, çавăнпах ăс-хакăлĕ паян та çирĕп. Аслă Отечественнăй вăрçăн хаяр кунĕсенче çамрăк хĕр тылра вăй хунă, ял халăхĕпе пĕрле фронта пулăшнă. Тăшмана çĕнтерсен вăрçа пула арканнă çĕршыва çĕнĕрен çĕклеме хутшăннă. Йывăр пулнă, çапах та чăтнă.Савăнмалли кунсем те пулнă темелле унăн пурнăçĕнче. 1950 çулта вăл Алексей Сергеевич Агельскипе пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача - Петрпа Нинăна пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çамрăк мăшăр малтанах Дон çинчи Ростовра пурăннă, каярах Иркутска куçса кайнă.Тăван кĕтесе таврăнсан вара Миропия Федоровна Куславккара - счетовод, Елчĕкре почтальонка пулса ĕçленĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм ватлăх кунĕсенче 4 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 4 хĕрĕпе савăнса пурăнать.
Çуралнă кун, февралĕн 3-мĕшĕнче, Миропия Федоровнăна 100 çулхи юбилей ячĕпе Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Надежда Лукинова тата Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Борис Ермолаев ăшшăн саламларĕç, куç тулли телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Пурнăçри паллă кун ячĕпе сумлă юбиляр Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владиимр Путинăн саламлă çырăвне тата асăнмалăх парне илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Ĕç ветеранĕ каланă тăрăх, вăл кашни кунпа савăнса пурăнать. Çывăх тăванĕсен ăшши, вĕсем юратса ырă сунни ăна вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе малалла утăмлама хавхалантарать.
О. МИХАЙЛОВА.
Февраль 2026 |
