Чи ырă, ҫепĕҫ, юратнă амăшĕсем!
Сире чуна пырса тивекен ҫутă уявпа – Амăшĕсен кунĕпе – чĕререн саламлатăп!
Мĕн чухлĕ ҫутăлăх, ырăлăх тата ачашлăх пытаннă «анне» сăмахра… Унăн ăшă кулли пире пĕрремĕш утăмсем тунă чухне ăшăтнă, ырă аллисем ача чухне хӳтлĕх кӳнĕ, сисĕмлĕ чĕри савăк самантра та, хуйхă-суйхăра та тĕрев парса пырать – ҫавăн пек ҫын вăл анне. Эпир кирек миҫе ҫулта пулар – аннен ăшă сăмахĕ, вăл пирĕн ҫине ачашшăн пăхни, ăслă канашĕ пире пур ӳсĕмре те кирлĕ.
Анне пуласси вăл – хăвăн чĕрӳн пĕр пайне пĕчĕк тепĕр ҫынна, вăл унра та тапма пуҫлатăр тесе, пама хатĕрри. Эсир, амăшĕсем – ҫемьен чунĕ, кашни килĕн ăшă чĕри, ҫывăх тăвансене шанчăк тата тĕрев пама пултаракан пурнăҫ таппиллĕ вăй.
Амăшĕ ачисемшĕн тăрăшни йывăр самантсенче ҫунат хушать. Сирĕн юратăвăр салтаксене вăй парать, Ҫĕнтерĕве тата шалти хăвата ĕненессине ҫирĕплетет. Амăшĕсем чăн-чăн паттăрсене воспитани парса ҫитĕнтереҫҫĕ кăна мар, хăйсем те кулленех курăнман паттăрла ĕҫсем тăваҫҫĕ: салтаксене кама мĕн кирлĕ, ҫавăнпа тивĕҫтерме тăрăшаҫҫĕ, общество пуҫарăвĕсенче хутшăнаҫҫĕ, гуманитари пулăшăвĕ кӳреҫҫĕ, посылкăсемпе тумтир пуҫтараҫҫĕ. Сире, чикĕсĕр юратупа тата тарăн ăнланупа тулнă чĕреллĕскерсене, ҫĕре ҫити тайма пуҫ! Эсир – чăн-чăн пирĕшти-управҫăсем, хастар ывăлăрсене, Тăван ҫĕршывăн хӳтĕлевҫисене малалла хăюллăн та ҫирĕппĕн утма пулăшса пыратăр.
Нумай ачаллă амăшĕсем, сирĕн чĕрере мĕн чухлĕ юрату, тимлĕх, пăшăрхану! Ҫакă сирĕнпе мăнаҫланма тата сире тав тума хистет. Ĕҫĕр вышкайсăр пысăк вăй-хăват тата чăтăмлăх ыйтать. Пирĕн республика хăйсен пурнăҫĕнче ҫирĕп те туслă ҫемье ҫавăрса ăна тытса пырас ҫула суйласа илнĕ кил-йышсемпе мухтанать. Чăваш Енре 6 хĕрарăм «Ача амăшĕ-героиня» ята тивĕҫнĕ. Амăшĕн паттăрла ĕҫĕшĕн, ҫемьесене упрас ĕҫе хăйсен тӳпине хывнăшăн 54 амăшне республикăри амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе наградăланă.
Хаклă амăшĕсем, сире ҫирĕп сывлăх, савăклăх, ăшăлăх тата хăтлăх сунатăп. Пурнăҫри кашни самант тав тунипе, юратупа тулса пытăр, эсир – ырăлăхпа ҫутă никĕсĕ, чăн тĕлĕнтермĕш-ҫке, сирĕнсĕр тулли пурнăҫ ҫук, пулаймĕ те! Уяв ячĕпе сире, хаклă амăшĕсем, Амăшĕн кунĕ ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Самые добрые, нежные, любимые мамы!
От всего сердца поздравляю вас с трепетным и светлым праздником – Днём матери!
Как много света, добра и нежности таится в слове «мама»... Это тот человек, чья теплая улыбка согревала наши первые шаги, чьи добрые руки оберегали нас в детстве, чьё чуткое сердце поддерживает нас в радости и утешает в печали. И неважно, сколько нам лет, мамино доброе слово, ее ласковый взгляд, мудрый совет нужны в любом возрасте.
Быть мамой – значит дарить частичку своего сердца, чтобы оно продолжило биться в другом маленьком человечке. Вы – истинная душа семьи, тёплое сердце каждого дома, живительная сила, дающая надежду и поддержку родным близким.
Материнская забота остаётся с нами навсегда, окрыляя нас даже в самые тяжёлые моменты жизни. Именно ваша любовь придаёт бойцам силы, укрепляя веру в Победу и солдатский дух. Мамы не только воспитывают настоящих героев, но и сами ежедневно совершают невидимый подвиг: заботятся о нуждающихся, участвуют в общественных инициативах, оказывают гуманитарную помощь, собирают посылки и одежду для бойцов. Низкий поклон вам за сердца, преисполненные безграничной любовью и глубоким пониманием. Вы – настоящие ангелы-хранители, помогающие нашим сыновьям–защитникам Отечества идти вперёд решительно и смело.
Многодетные мамы, ваши сердца вмещают столько любви, заботы и внимания, что вызывают искреннее восхищение и глубокую признательность. Эта большая работа требует особого мужества и терпения. Наша республика гордится семьями, которые сделали выбор посвятить жизнь созданию больших и дружных семей. В Чувашии 6 женщин удостоены звания «Мать-героиня», а 54 мамы награждены республиканским знаком материнской славы «Анне» – в знак глубокого уважения за материнскую доблесть, труд и вклад в укрепление семьи.
Дорогие мамы, желаю вам крепкого здоровья, радости, уюта и тепла. Пусть каждый миг вашей жизни будет наполнен благодарностью и любовью, ведь вы – настоящее чудо, источник добра и света, без которого невозможна настоящая жизнь!
С праздником вас, дорогие мамы! С Днём матери!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Декабрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
