Çак кунсенче «Фермер шкулĕн» десанчĕ Куславкка муниципалитет округне çитсе курчĕ.
«Фермер шкулне» çÿрекенсем Иван Васильевич Семенов хресчен (фермер) хуçалăхĕпе хаваспах паллашрĕç. Кăçал унта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3258 гектар çинче акса хăварнă. Халĕ хĕрсех купăста лартаççĕ, çывăх вăхăтра хăярпа çĕрулми лартма та тухасшăн. Асăннă культурăсем планпа килĕшÿллĕн 240 гектар ытла йышăнĕç.
Аса илтеретпĕр, «Фермер шкулĕ» – «Россельхозбанкăн», регионти Ялхуçалăх министерствин, аслă вĕренÿ заведенийĕ-сен, пысăк бизнесăн тата фермерсен Раççейре пуçласа йĕркеленĕ пĕрлехи вĕрентÿ проекчĕ. Пирĕн республикăра занятисем Чăваш патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче иртеççĕ. Кăçалхипе улттăмĕш хут йĕркеленĕ «Фермер шкулĕ» прокта пурнăçа кĕртме çак çул регионта кайăк-кĕшĕк тата сурăх ĕрчетессинче уйрăмах кирлĕ специальноçсене тĕплĕ-нрех вĕрентессине суйласа илнĕ. Ку ĕçпе 35 çамрăк интересленни паллă. Студентсем хушшинче çĕр ĕçĕпе пурăнакансемпе пĕрлех ятарлă çар операцине хутшăннисем те пур.
Вĕренÿ теорипе практика пайĕсенчен тăрĕ, 2 уйăх çурăна тăсăлĕ. Çак хушăра «шкул ачисем» фермер хуçалăхне ертсе пымалли чи лайăх меслетсене тишкерсе алла илĕç, финанспа экономика тĕлĕшĕнчен пĕлĕвне ÿстерĕç, хальхи йышши агротехнологипе паллашĕç, Чăваш Енри кăна мар, ытти регионсенчи те малта пыракан агропромышленность предприятийĕсенче практикăра пулĕç.
О. МИХАЙЛОВА.
Май 2025 |