Ĕмĕр-ĕмĕр асра

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.05.2025, 15:34 Просмотров: 173

88269bf4f23b40d38d764514b4eea70f

Майăн 28-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра чикĕ хуралçисем хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Çав кун чикĕсене сыхланă ентешсем нумайранпа пыракан ырă йăлапа Атăл хĕрринчи пограничниксен юпи умне пухăнчĕç. Ку мероприятие çавăн пекех хĕçпăшаллă хирĕçтăрусенче пулнă ветерансем, Куславккари «Звездочка» ача садне çÿрекенсем, 2-мĕш тата 3-мĕш шкулсенчи волонтерсен командисем, «Пĕрлехи Раççей» партин çамрăк гвардеецĕсем те хутшăнчĕç. Чикĕ хуралçисене уяв ячĕпе муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков ăшшăн саламларĕ.

Çĕршыв чиккисене хураллакансем, салтаксемпе офицерсем яланах хăюлăхпа, паттăрлăхпа, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланипе палăрса тăнă. Халĕ те çаплах. Вĕсем кашни гражданина хÿтĕлеме хатĕр пулни пирте хуть те хăçан та мăнаçлăх туйăмĕ вăратать.Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене эпир ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытма тивĕçлĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии