Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Çакăн пек йĕркесемпе пуçланать Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми. Чăваш поэзийĕн классикĕ çуралнăранпа 135 çул çитнине кăçал майăн 27-мĕшĕнче пур çĕрте те анлă паллă турĕç.
Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем те К. Ивановăн пултарулăхне халалласа тĕрлĕ ĕç турĕç: стена хаçачĕ кăларчĕç, кĕнекесен выставкине йĕркелерĕç, хайлавĕсене тишкерчĕç, район шайĕнче ирттернĕ конкурса хутшăнчĕç. Унта Диана Иванова «Нарспи» поэмăри «Сарă хĕр» сыпăка пăхмасăр илемлĕ каласа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Пултарулăх конкурсĕ- нче Д. Ивановăпа Л. Петрова призерсен ятне çĕнсе илчĕç.
Константин Ивановăн пултарулăхĕ, чĕлхи, сăвă çырас ăсталăхĕ пирĕншĕн чăн-чăн пуянлăх пулса тăрать.
А. ИВАНОВ.